Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: 6-мӗш шкул

Вӗренӳ

Шупашкарти вӑтам пӗлӳ паракан 6-мӗш шкула ҫӗнӗ ят панӑ. Малашне вӑл Василий Иванович Чапаев ячӗпе хисепленӗ.

Ку постановление Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫапла майпа вӑл «В.И.Чапаев ячӗллӗ вӑтам пӗлӳ паракан 6-мӗш шкул» ятлӑ пулӗ.

Сӑмах май, Атӑл леш енчи вӑтам пӗлӳ паракан шкула та урӑх ят панӑ. Вӑл халӗ парашют спорчӗ енӗпе СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ Майя Костина ячӗпе хисепленет.

 

Культура

Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Литература, Чӑваш Енре К.В. Ивановӑн ҫулталӑкӗ иккенне пӗлмен-илтмен ҫын юлмарӗ те пулӗ. Ҫавсене халалласа Шупашкарти Литература музейӗ (вӑл Константин Иванов ячӗпе хисепленет) ҫыравҫӑсемпе тата сӑвӑҫсемпе «Ҫыравҫӑ пулас килет» ятпа тӗлпулусем йӗркелеме тытӑннӑ. Пӗрремӗшӗ Светлана Гордеева поэтпа тата художникпа пулнӑ. Унпа курнӑҫма Шупашкарти 6-мӗш шкулта вӗренекенсене йыхравланӑ. Тӗлпулӑва пынисене чи малтанах музей тӑрӑх кӑтартса ҫӳренӗ май Константин Иванов пултарулӑхӗпе те паллаштарнӑ.

Литература музейӗнче ӗҫлекенсем Гордеевапа курнӑҫусем йӗркелесси йӑлана кӗнине пӗлтереҫҫӗ. Ҫапах та хальхине те музейҫӑсем кӑсӑклӑ ирттерме тӑрӑшнӑ. Ку хутӗнче ҫыравҫӑ ачасене кӑмпаллӑ карҫинкана хӑвӑрт тата илемлӗ епле ӳкермеллине кӑтартнӑ. Ачасене кӑсӑклантарас тесе «Небылица» сӑвӑри чӗрчуна ят парас тесе те пӗчӗккисем хытах пуҫ ватнӑ. Ачасене ҫыравҫӑ сӑвӑ епле ҫырнипе тата кӗнеке епле кӑларнипе те паллаштарнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне питӗ лайӑх иртӗ. Шӑпах халӗ тахҫанах канӑҫсӑрлантарнӑ ыйтусене татса пама пултаратӑр. Ертӳлӗх сире урӑхла хаклама тытӑнӗ, шухӑшне лайӑх енне улӑштарӗ. Ӗҫре сӑмах патӑр тӑк ӑна тытӑр, уйрӑмах — килӗшӳсем тунӑ чухне.

Ҫурла, 24

1919
107
Паасонен Хайкки, финн-угр чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи, фольклорист тата этнограф вилнӗ.
1993
33
Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи